Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Ача ҫулталӑкӗ

Ача ҫулталӑкӗЧӑваш Енре 2007 ҫул ача ҫулталӑкӗ шутланать.

Ачалӑх яланах мал ӗмӗтлӗ пултӑр

1954 ҫулта ПНО Генеральнӑй Ассамблейи пур ҫӗршывра та Пӗтӗм тӗнчери ача кунне уявлассине йӗркелеме сӗннӗ. Ҫак куна тӗнчери мӗн пур ачана телейлӗ пурнӑҫ парнелессишӗн ӗҫленине халалланӑ.
1959 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнче Ассамблея Ачасен правин декларацине, 1989 ҫулта ҫак кунах Ача-пӑча конвенцине йышӑннӑ. Ҫавӑнпа та чукӗн 20-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ача кунне уявлама палӑртнӑ.

Пирӗн республикӑра ҫак кун валли ятарлӑ программа та хатӗрленӗ. Республикӑри ача-пӑча больницин Сывлӑха тавӑрма пулӑшакан центрӗ, акӑ, пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса ирттерчӗ. Ирхине кунта Чӑваш патшалӑх университечӗн педиатри, ача-пӑча чирӗсен, клиника иммунологийӗпе аллергологи кафедрин тата Врачсен ӑсталӑхне ӳстерекен институтӑн профессорӗсем консультаци ирттерме килчӗҫ. Ҫак уява халалланӑ уҫӑ алӑксен кунӗнче ача ҫурчӗсенчи; реабилитаци центрӗсенчи, ҫемьесенчи сусӑр пепкесене йышӑнчӗҫ.
Центрта ӗҫлеме условисем ҫителӗклӗ йӗркеленӗ. Кабинетсенче ҫӗнӗ йышши технологисемпе ӗҫлеме пулӑшакан оборудовани вырнаҫтарнӑ. Релаксаци пӳлӗмӗпе Н.А.Чайкина невролог-тухтӑр паллаштарчӗ: "Компьютерпа ачан сывлӑхне тӗрлӗ енлӗ тӗрӗслеме те, сиплеме те май килет. Сӑмахран, компьютер вӑййи ачана ҫурӑма тӳрӗ тытма вӗрентет. Енчен те вӑл вылянӑ чухне тӗрӗс мар ларчӗ тӗк — вӑйӑ чарӑнса ларать.
Аса илтерер-ха. Центра кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Республика кунӗ тӗлне уҫнӑ. Ӑна "Чӑваш Ен ачисем" программӑпа килӗшӳллӗн туса лартнӑ. Центра евроконструкцие пӑхӑнса хӑпартнӑ, медтехникӑпа туллин тивӗҫтернӗ. Кунта иммунологран пуҫласа эпилептолог таран ӗҫлет. Тӗрлӗ пай, нумай енлӗ кабинетсем уҫни ача-пӑчан сывлӑхне упрама, чир-чӗре вӑхӑтра палӑртма, кирлӗ методикӑна пӑхӑнса сыватма, тепӗр майлӑ, республикӑри, ҫав шутрах ҫӗршыври, ачасем вилессине чакарма пулӑшать. 2005 ҫулта республикӑри ачасен йышӗ /17 ҫулччен/ 284736 ҫитнӗ. Ку — республикӑри пӗтӗмӗшле халӑх шутӗнчен 21,9 процент. Иртнӗ ҫулхи кӑтартусемпе танлаштарсан лару-тӑру лайӑхланнӑ. Ҫапах та ҫуралакан ачасен хушшинче сусӑрри е чирли нумаййи никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Чирлӗ ачасене ура ҫине тӑратассишӗн тӑрӑшать те ӗнтӗ ҫӳлерех асӑннӑ центр.
Профессорсем кунта кашни эрнерех килсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем графикпа ҫирӗплетнӗ кун консультаци параҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери ачасен кунӗнче вара пурте ӗҫлерӗҫ. Т.И. Петрова профессор пек чаплӑ специалист республикипе ҫеҫ мар, ҫӗршывӗпе те ҫук пулӗ. Ӳпке, астма чирӗсемпе аптӑракан ачасене пулӑшса ырӑята тивӗҫнӗ Тамара Ивановна. Профессор чирлисене центрта, Шупашкарти больницӑсенче ҫеҫ мар, районсене тухса ҫӳресе те сыватать. Э.В. Бушуева, ЧПУ педиатри кафедрин ертӳҫи; чӗрепе чирлисене тӗрӗслерӗ, сӗнӳ пачӗ. "Унӑн алли ылтӑн", — пӗлтерчӗ пире Патӑрьелӗнчен килнӗ ача амӑшӗ.
Паллах, чирлӗ ҫынсемшӗн профессор пулӑшӑвӗ чӑн-чӑн ырлӑх. Ҫакна чирлӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗ те ҫирӗплетет.
"Пирӗн профессорсем патне лекме питӗ ҫӑмӑл. Вырӑнти тухтӑр ачан сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн республика больницине кайма сӗнет. Вӗсене кунта яланах пулӑшма хатӗр", - каласа парать амӑшӗсемпе ачисене пулӑшӑвӗ парас лару-тӑрӑва йӗркелекен уйрӑм пуҫлӑхӗ Н.А. Чайкина.
«Хыпар» хаҫатӗнчен илнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-11-29 10:19:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4860 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем